Чӑваш Енре шкул ачи велосипедсем вӑрласа сутма хӑтланнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пушӑн 12-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта 3 велосипед ҫухалнӑ. Вӗсене Хӗвеллӗ, Комсомольски тата Строительсен урамӗсенчи подъездсенчен вӑрланӑ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ?
Полицейскисем 12 ҫулти шкул ачине тытса чарнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрланӑ велосипедсене сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Пӗрне вӑл ҫапла сутнӑ та. Халӗ велосипед ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Тепӗр иккӗшне шкул ачи сутса ӗлкӗреймен. Вӗсене хуҫисене тавӑрса панӑ.
Шкул ачине ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие шута илме пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.
Санкцисене пула Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Макдональдссем хупӑнаҫҫӗ. Хӑҫанне палӑртман. Вӗсем паянтанах ӗҫлеме пӑрахма пултараҫҫӗ.
Тӗп директорӗ Крис Кемпчински пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри пӗтӗм Макдональдс вӑхӑтлӑха хупӑнӗ. Вӗсем пӗтӗмпе - 850. Унта ӗҫлекен 62 пин ҫынна вара ӗҫ укҫине тӳлесех тӑрӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Раҫҫейри тата Украинӑри Макдональдссем ҫулталӑкри тупӑшӗн 9 процентне ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе — 2 миллиард тенкӗ. Халӗ Украинӑри Макдональдссем те хупӑ.
Палӑртмалла: Шупашкарта ҫакнашкал пӗрремӗш кафе 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 13 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫак сӗмсӗр ӗҫе тӑваканӗ - ӳсӗр арҫын.
Хайхискер алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Унтан темиҫе тавар илнӗ те ҫӗмрӗк алӑкранах каялла тухма тӑнӑ. Анчах ӑна лавкка ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫухалнӑ арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
36 ҫулти Сергей Сергеевич Кислицын пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Сергей Кислицын 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс тӗслӗ.
Сергейӑн уйрӑм паллӑ пур: сулахай алли ҫине татуировка тунӑ.
Ҫухалнӑ кунхине хура куртка, хура ботинка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ.
Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ.
Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне.
Пулӑ тытма юратакансен "Пулӑҫ - пулӑҫа" спорт фестивалӗ кӑҫалхипе 18-мӗш хут иртмеллеччӗ. Анчах ҫанталӑка пула ӑна йӗркелемӗҫ. Кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти шыв управӗнче пӑр ирӗлме, тапранма тытӑннӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ фестивале хутшӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа туллин тивӗҫтерейменнине палӑртнӑ. Фестивале ҫитес ҫула куҫарма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ирттерме тытӑннӑ. Пӗр хушӑ фестивале йӗркелеме пӑрахнӑ. Пӗлтӗр каллех ирттерме тытӑннӑ.
2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҪҪХПИ экипажӗ патне арҫын чупса пынӑ та машинӑра арӑмӗ тата тин кӑна ҫут тӗнчене килнӗ ачи пулнине пӗлтернӗ, пулӑшу ыйтнӑ. Пепкен кӑвапине те касман.
Инспекторсем ҫухалса кайман, часрах васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Амӑшӗпе ачине пульницӑна ҫити ӑсатнӑ. Вӗсене тухтӑрсен аллине парсан ҫеҫ каялла ҫаврӑнса кайнӑ.
Пепкепе амӑшне киле кӑларнӑ чухне вӗсене пулӑшнӑ полици лейтенанчӗ Сергей Арсентьев тӗрлӗ сӑлтава пула ҫитеймен. Анчах вӗсем пирки вӑл манман. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн полицейски Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Черновсем патне ҫитсе килнӗ, пӗчӗк Викторийӑпа паллашнӑ.
Ҫемье ӑна ӑшшӑн йышӑннӑ. Киле кайма вӑхӑт ҫитсен вӗсем Сергей Арсентьева хресна ашшӗ пулма сӗннӗ.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.